Республика тулашӗнчи чӑвашсем тӑван чӗлхешӗн тунсӑхланине пӗрре кӑна мар илтме тивнӗ. Вӗсем Чӑваш Енре тухса тӑракан хаҫат-журнала ҫеҫ мар, урӑх регионсенчи чӑвашла пичет кӑларӑмӗсене те вулаҫҫӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский "лӑпӑр-лапӑр хаҫатсене вуласа вӑхӑта ирттерсе лариччен" "Раҫҫей каталогӗнчи арпашусене пӑхмасӑр, Чӗмпӗртенех, Чӑваш Республикинче тухса тӑракан «Тӑван Атӑл» журнала; Тутарстанри «Сувар», Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатсене» ҫырӑнни пирки Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑвашла пичет кӑларӑмӗсене ҫырӑнма вӑл 1050 тенкӗ тӑкакланине вӑл уйӑхсерен пайланӑ. Нумай та мар: 175 тенке ларать иккен. «Чӗмпӗр ҫӗрӗнче пурӑнса ача чухне юратса, ҫурӑлса пӗтиччен вуланӑ «Тӑван Атӑл» журналпа, хам ҫуралнӑ тӑван республикӑри «Сувар» хаҫатпа хыпаланмасӑр паллашма пулать. Ҫырӑннин укҫи (уйӑхрине илсен) — пулӑ е кӑлпассин хӳри хакӗ, вӑл ӑҫта кайса ҫухалнине те туймастӑн, кӗсъе тӗпӗнче те тупаймастӑн. Чӑвашлӑха пулӑшни, хамӑр чӗлхепе вулани, вара, мӗне тӑрать!» — шухӑшлать Микулай Павловский.
Тольяттинче пурӑнакан чӑвашсен автономийӗ тата Севрюкаево ял администрацийӗ «Уяв» йӑлана кӗнӗ мероприятие ирттерет. Унта Тольяттинче, Жигулевскра тата Самар облаҫӗн Ставрополь районӗнче пурӑнакансене йыхравланине пӗлтерсе Александр Бикмурзин «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче ҫырнӑ.
Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре Севрюкаево ялӗнчи Культура ҫурчӗ умӗнчи лапамра пуҫланмалла. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине те тӑрӗҫ, юрласа та ташлӗҫ. Уяв сӗмне кӗртме Тольяттинчи, Жигулевскри тата Ставрополь районӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа хутшӑнмалла.
Йӗркелӳҫӗсем тӑван халӑхӑмӑра пӗр ҫӗре пуҫтаракан, савӑнӑҫ кӳрекен мероприятие пурте хастаррӑн хутшӑнасса, унтан хавас кӑмӑлпа саланасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» илнисене чысларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче малтанхи сӑмаха институт директорӗ Пётр Краснов каларӗ, диктанта йӗркелеме пулӑшнисене ӑшшӑн тав турӗ. Чыслава пынисене кӗнекесемпе хавхалантарчӗҫ, ҫавӑн пекех «пиллӗк» илни пирки сертификат пачӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кӑҫӑл пиллӗкмӗш хут иртрӗ, унта пилӗк пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл кашни ҫул Чӑваш чӗлхи кунӗнче иртет. Кӑҫалхи текста Геннадий Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавӗ тӑрӑх хатӗрленӗччӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырма кашни ҫулах вӗренӳ институтӗнче, педагогика патшалӑх университетӗнче тата Николский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӑвӑн пекех наци радиовӗпе ҫыракансем та сахал мар. Районсенче те ҫак акцие анлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Диктант ҫыракансем хушшинче шкул ачисем те, студентсем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пур.
Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикинчи чӗлхесем пирки калакан саккуна пӑснишӗн явап тыттарасси пирки ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни ҫинчен социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн хуравне пӗлтерчӗ. Питӗ шел те, анчах республикӑри тӗп халӑхӑн чӗлхине пулӑшу кӳме пултаракан мӗнле те пулин ӗҫшӗн хирӗҫ тӑракан ҫынсем сахал мар-ха. Ҫав шутра журналистсем хушшинче те. Сӑмахран, «Чебоксары 24» сайтра паян «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн пуҫарӑвне сивлек хак паракан хыпар пичетленнӗ. Ӑна «Националисты убедили Госсовет Чувашии наказывать за неиспользование чувашского языка» (чӑв. Националистсем Чӑваш Ен Патшалӑх канашнечӑваш чӗлхипе усӑ курманнишӗн явап тыттарма ӳкӗте кӗртнӗ) ят панӑ, «националист» терминпа вара сивлесе усӑ курнӑ.
Питӗ шел те, фашизма ҫӗнтернӗ ҫӗршывра, тӗрлӗ шовинизм формисем халӗ те курӑнкалаҫҫӗ. Право тӗлӗшӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе тан тума ыйтсанах хӑшӗ-пӗрин чунӗ вӑркама пуҫлать.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ыйтнине тӳре-шара пурнӑҫлать. Унӑн ертӳҫи Дмитрий Степанов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗрлешӳ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӗнчен хурав илнӗ. Унта чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттарасси пирки сӑмах пырать.
Чӑваш парламенчӗн маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи Вячеслав Рафинов пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панӑ. Хӑш-пӗр асӑрхаттару тата сӗнӳ пулнине кура комитетӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче тишкермелле.
Сӑмах май, «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ чӗлхе саккунӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе унччен те тӗрлӗ ҫӗре пӗрре кӑна мар тухнӑ. Юлашки икӗ ҫулта республика прокуратурине, Юстици министерствине, ЧР Элтеперӗн Администрацине, Патшалӑх Канашне шӑрҫаланӑ.
Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи Граждан урамӗнчи «Эльмен урамӗ» «С.П. Королев академик урамӗ» ячӗллӗ пулӗ. Чарӑну ятне ылмаштарасси ҫинчен йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва вӑл вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗпе тата Чӑваш Республикин администраципе территори йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тунине палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени чарӑну ятне вырӑсла тата чӑвашла ҫырассишӗн яваплине палӑртнӑ. Чарӑнусене икӗ чӗлхепе ҫырмалли чӗлхесем ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пымалли паллӑ-ха. Ҫапах та тӳре-шара йышӑнӑвӗнче ҫавна палӑртни пӑсӑк пулас ҫук.
Чӑвашлӑх хӑрушлӑхра тӑнине хӑш-пӗр ҫынсем глобализаципе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӑна айӑплаҫҫӗ. Ҫав япалана пулах чӑваш чӗлхи ҫухалса пырать имӗш, чӑвашлӑх имшерленсе те имшерленсе пырать. Анчах глобализацине ҫапла айӑплани тӗрӗсех-ши?
Тӗнче пӗр вырӑнта тӑмасть. Вӑл аталансах пырать. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра чылай пулӑм тӗнче шайӗнче вӑй илме пуҫларӗ. Енчен иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш пурнӑҫне тӗнчери вӑйсем пырса тивмен пулсан хальхи вӑхӑтра ку апла мар тесен пысӑк йӑнӑш пулӗччӗ. Чӑн та чӑваш тӗнчи ҫине глобализаци текенни сахал мар витӗм кӳрет.
Глобализацине айӑплани вӑл, ман шутпа, питӗ тӗрӗс мар ҫул. Тӗнче аталанӑвӗнчен эпир ниҫта та тарса пытанаймӑпӑр. Таҫти упа шӑтӑкне кайса пурӑнма пуҫласан та унӑн витӗмӗ пире ҫав-ҫавах пырса лекет. Глобализацирен тарма май ҫук. Пытанма та кирлӗ мар. Глобализацине темле те вӑрҫма май пур, анчах та унӑн лайӑх енӗсем те ҫук мар. Вӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлмелле кӑна. Ак, сӑмахран, глобализаци пулман пулсан эпир хамӑр компьютер таврашӗ шухӑшласа кӑларайман пулӑттӑмӑр.
Чӑваш Енри шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсене малашне укҫан хавхалантарасшӑн.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тӑван чӗлхепе шкул ачисем регионсенчи тата халӑхсем хушшинчи олимпиадӑсенче мала тухсан вӗсен вӗрентекенӗсене укҫа парса пулӑшасси пирки проект хатӗрленине пӗлтернӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине, тутар чӗлхине тата литературине, мӑкшӑ чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗн премийӗпе чыслама палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ, ӑслӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑракансене хатӗрленӗшӗн — 50 пин тенкӗ.
Йышӑну проектне республикӑн Правительствин ларӑвӗнче ырласа йышӑннӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ӗнер Элӗкри тӗп вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» таврапӗлӳ сехечӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелеме вулавӑшсӑр пуҫне Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул та хутшӑннӑ. Уява шкулти 5-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Ачасене Чӑваш чӗлхи кунӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ кунпа пӗр килнине аса илтернӗ май маттур ҫав чӑваш ӗмӗрӗпех тӑван халӑхӗшӗн тӑрӑшнине, шкулсем уҫнине каласа кӑтартнӑ. Оксана Бархаткина вулавӑш ӗҫченӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самай самантпа паллаштарнӑ.
Тӑван халӑха сӑвӑ-поэмӑпа мухтава кӑларнӑ поэтсемпе паллаштарма вулавӑшра «Чӗлхем, тӑван чӗлхем» курав та йӗркеленӗ.
Элӗкри шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Ирина Николаева «Янра чӑваш чӗлхи, янра!» информаци стенчӗпе паллаштарнӑ. Ӑна Иван Яковлев пултарулӑхне халалланӑ.
Нумаях пулмасть Тутарстанра унта пурӑнакан халӑхсен съезчӗ иртнӗ. «Бизнес онлайн» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрах, капла форума унччен икӗ хут кӑна ирттернӗ: пӗрре — 1992 ҫулта, тепре — 2007-мӗшӗнче.
Тутарстанра тӗпленнӗ халӑхсемпе паллаштаракан, вӗсен пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ пирки сӳтсе явакан анлӑ форума чӑвашсем те хутшӑннӑ. Тутар Республикинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем, чӑвашсем, шучӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чи йышлисем, паллах, тутарсем. Унтан — вырӑссем, кайран — чӑвашсем. Тутарстанри йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи, «Казанский жировой комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин уява наци кӗпине тӑхӑнса ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |